Урал сасси
+17 °С
Облачно
Экономика
3 Августа , 09:00

Çĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕ

Раççейри Экономика аталанăвĕн министерстви «Таса поролон» («Чистый поролон») ОООна «Белорецк» социаллă пурнăçа мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) резиденчĕсен шутне кĕртнĕ. Компани пенополиуретан туса кăларакан инвестици проектне пурнăçа кĕртĕ. Инвестицисен калăпăшĕ 110 млн тенкĕпе танлашĕ,  кунта 15 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ.

Çĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕÇĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕ
Çĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕ

Проектпа килĕшÿллĕн паянхи саманана тивĕçтерекен  пенополиуретан туса кăларĕç. Предприяти продукцийĕпе сĕтел-пукан промышленноçĕнче, матрассем тата кил-çуртра усă курмалли япаласем, чĕркемелли материалсем тăвас ĕçре усă кураççĕ.

 - Компани учредителĕсен Раççей рынокĕнче пысăк опыт пур. Çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртни рынокри позицие çирĕплетме, ĕç-хĕлĕн çĕнĕ енĕсене алла илме пулăшĕ, - тенĕ ПР экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов.

Пулас производствăна паянхи кун ыйтакан инженери хатĕрĕсемпе, тĕнчери чи лайăх практикăсемпе усă курса йĕркелĕç. Проекта специалитсен ушкăнĕ, çав шутра чикĕ леш енчи экспертсем те, хатĕрленĕ.  

Строительствăпа монтаж ĕçĕсене вĕçлесе предприятие 2026 çул вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ. Производство хăвачĕ уйăхне 1,5 пин тонна продукципе танлашать.

Çĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕ
Çĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕ
Çĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕ
Çĕнĕ резидент поролон туса кăларакан производство хута ярĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас