Урал сасси
+16 °С
Облачно
Экономика
4 Августа , 10:00

Пушкӑртстанра монтаж кăпăкĕ кăларакан завод уçĕç

Раççей инвестици порталĕнче Пушкăртстанри  Иглин районĕнче полиуретан кăпăкĕ туса кăларкан предприяти уçасси пирки информаци вырнаçтарнă.

Пушкӑртстанра монтаж кăпăкĕ кăларакан завод уçĕçПушкӑртстанра монтаж кăпăкĕ кăларакан завод уçĕç
Пушкӑртстанра монтаж кăпăкĕ кăларакан завод уçĕç

Регион правительстви проект производство цехĕсене, администраци блокне, чӗр таварпа хатӗр продукци склачĕсене, ҫавӑн пекех санитарипе йӑла корпусне хӑпартма палӑртать тесе пӗлтерет.

Завод ҫулталӑкне 256,5 пин монтаж кăпăкĕн баллонне кăларма тивĕç.

Ăна 130 млн тенкӗпе хăпарма палăртаççĕ. Предприятинче 30 ӗҫ вырӑнӗ уçăлĕ. Вăл регионта монтаж кăпăкне ятарласа кăларакан пӗрремӗш завод пулĕ.

Пулас

завод вырăнне транспортпа усӑ курма май пуррине шута илсе суйласа илнĕ, юнашар Ĕпхÿ хули, Транссибирск магистралӗ, М-5 "Урал" федераллă трасса, пӗтӗм тӗнчери аэропорт тата Иглино станцийӗ пур. Унсӑр пуҫне çав вырăна электричествăпа тата газ сечӗсемпе ҫыхӑнтарма май туса панӑ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас