

Шăпах унта агропромышленность комплексĕ, промышленность производстви тата туризм сферисемпе çыхăннă ултă проекта ырласа йышăннă. Инвестици проекчĕсене хывакан укçа-тенкĕ виçи 1 млрд тенкĕпе танлашать.
Чи пысăк проектсенчен пĕри Ермеккей районĕнчи «Кăратмас» выльăх-чĕрлĕх комплексне анлăлатассипе çыхăннă. «Северная Нива» компани («ЭкоНива» ушкăна кĕрет) шултра мăйракаллă 1000 пуç выльăх вырнаçмалăх виçĕ ĕне вити хăпартма палăртать. Çакă ĕнесен шутне 3 800 пуçа çитерме, çулталăкне 46 пин тонна сĕт туса илме майсем туса парĕ. Предприяти çулталăк вĕçлениччен хăйĕн хăватне ÿстерме пикенĕ.
Çавăн пекех Çтерлĕ хулинче икĕ Rostic’s ресторан тата сыр тăвакан цех («Сыроварня») уçăлĕç. «БашЛидерГрупп» компани Иглин тăрăхĕнчи Алаторка ялĕ çывăхĕнче тимĕр конструкцисем туса кăларакан производствăна хута ярĕ.
Унсăр пуçне Инвестици комитечĕ çăмăллăхпа тивĕçтерекен икĕ пуçарăва ырласа йышăннă. Ишимбайра «Альянс» компани «Дуслык» çул-йĕр комплексĕ хăпартĕ. «Вектор» ООО Чишма тăрăхĕнче «Сосны» туризм базине йĕркелĕ.