Урал сасси
+24 °С
Облачно
Экономика
8 Августа , 04:00

Вăрман продукцине ытларах экспорта ăсатма пуçланă

Çакă тĕнче рынокĕнче асăннă тавар ытларах ыйтакан продукци пулнине çирĕплетет.

Вăрман продукцине ытларах экспорта ăсатма пуçланăВăрман продукцине ытларах экспорта ăсатма пуçланă
Вăрман продукцине ытларах экспорта ăсатма пуçланă

Раççей ял хуçалăх  надзорĕн регионти управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулхи çичĕ уйăх хушшинче республикăри вăрман промышленноçĕн предприятийĕсем чикĕ леш енне 35 пин кубометр пĕрене-хăма ăсатнă. Пушкăртстан продукцине Азербайджанпа Казахстан, Киргизипе Таджикистан, Туркменипе Узбекистан республикисем туянаççĕ.

Вăрман продукцине экспорта яриччен Пушкăрт тĕпчев лабораторинче тĕрĕсленĕ. Тĕпчев кăтартăвĕсем пĕрене-хăмасенче сăтăрçăсем çуккине çирĕплетнĕ.

Танлаштарма: 2025 çулхи январь-июль уйăхĕсенче чикĕ леш енне 33 пин кубла метр вăрман продукцийĕ ăсатнă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас