

Пушкӑртстан кӑҫал ытларах тулӑ тата ыраш ҫӑнӑхне экспортланӑ — 21 354 тонна. Иккӗмӗш вырӑнта - тулӑ тата ыраш сăсăлĕ (2108 тонна). Унсӑр пуҫне республика чикĕ леш енне 308 тонна тӗрлӗ кӗрпе тата 24 тонна салат ăсатнӑ. Пушкăртстанри ял хуçалăх продукцине Азербайджан, Армени, Грузи, Казахстан, Кӑркӑсстан, Туркмени, Турци тата Узбекистан ҫӗршывĕсене сутнӑ.
«2025 ҫулхи ҫак тапхӑрта Пушкӑртстанран ҫывӑх тата инҫе ют ҫӗршывсене яма хатĕрленĕ 16 пин тонна яхӑн тырă продукцине тӗрӗсленӗ», — хушса хунӑ Россельхознадзорӑн регионти управленийӗнче.
Пушкӑртстанра тыр-пул тухӑҫлӑхӗ пӗлтӗрхи кӑтартусенчен иртнĕ.
Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать. 2030 çул тĕлне ял хуçалăх продукцине ют çĕршывсене ăсатассине 2021 çулхипе танлаштарсан 1,5-2 хут ÿстерме палăртнă.
Наци проекчĕсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе пуçарнă.