

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Нефтекамск хулинчи автомобиль заводĕнче НефАЗ маркăллă 785 пассажир автобусĕ кăларнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 51 процент нумайрах.
Пурĕ январь уйăхĕнчен пуçласа июнь уйăхĕччен Нефтекамскри автомобиль заводĕнче 1,9 пин КамАЗ шасси валли ятарлă хатĕр (тĕрлĕ ĕç тума май парать), 262 прицеп, 198 çăк турттаракан автомобиль тата 112 электробус туса кăларнă.
Асăннă заводра 5,2 пин çын тăрăшать. Çитес виçĕ çул хушшинче Нефтекамскри машина тăвакан колледжпа тата вырăнти нумай профильлĕ колледжпа специалистсене хатĕрлеме 450 тĕллевлĕ килĕшÿ тума палăртаççĕ.
«НефАЗ» заводăн тĕп директорĕ Борис Хазиев предприяти ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе ĕçленине пĕлтернĕ.
- СВОна кайнă завод ĕçченĕсене уйăхсерен 50 пин тенкĕ тÿлеççĕ, «Для СВОих» штаб йĕркеленĕ, унта маскировка сечĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ, салтаксем валли япаласем пуçтараççĕ, - каланă Борис Илюсович.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров завод коллективне лайăх ĕçшĕн тав тунă.
- Автобуссемпе электробуссем туса кăларакан чи çÿллĕ технологиллĕ предприятисенчен пĕри шутланать, - палăртнă Радий Фаритович. – Республика малалла та хуласем валли пассажир транспортне заводран туянĕ.