Урал сасси
+15 °С
Облачно
Экономика
23 Августа , 08:00

Апат соди "Раҫҫейре тунӑ"сертификата тивĕçнĕ

Анлă сарăлнă продукт наци бренчĕ пулса тăнă.

Апат соди "Раҫҫейре тунӑ"сертификата  тивĕçнĕАпат соди "Раҫҫейре тунӑ"сертификата  тивĕçнĕ
Апат соди "Раҫҫейре тунӑ"сертификата тивĕçнĕ

Пушкӑрт сода компанийӗн (вăл"Росхим" АО шутне кĕрет)  апат-ҫимӗҫ соди "Шанчӑклӑх" номинацире "Раҫҫейре тунӑ" («Сделано в России») сертификат илнӗ. Ку продуктӑн уйрӑм статусне ҫирӗплетни шутланать. "Раҫҫейре тунӑ" палла пысӑк пахалӑхлӑ, хӑрушлӑхсӑр хутăшлă тата экспорта юрăхлă таварсене параҫҫӗ.

Сода тахҫанах кил хуҫи арӑмӗсен ахаль пулӑшуҫи çеç мар, унпа кил-çуртра, промышленноҫра, медицинӑра тата наукӑра анлă усӑ кураҫҫӗ. Çав вăхăтрах вӑл чи ансат тата универсаллӑ хатӗрсенчен пӗри пулса тăрать. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн продукт символ  пӗлтерӗшлĕ пулса тăнинчен тӗлӗнмелли ҫук. Паянхи кун сода"Раҫҫейри  50 паллă бренд "  шутне кӗрет, унӑн "XXI ĕмĕрти пахалӑх палли " паллă та пур.

Асăннă сертификат Раҫҫей содине чикӗ леш енче сутма майсем уҫать.  Хамăр çĕршывра ăна тахçанах йышăннă, анлă усă кураççĕ. Рекламăсăрах лайăх пĕлеççĕ, юратаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас