Луганск Халăх Республикинчи пĕр ял-салана ирĕке кăларнă вăхăтра ентешĕмĕр паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Вăл флангăн сулахай енне тата аманнă юлташĕсене хÿтĕленĕ чух контузи илнĕ. Апла пулин те çапăçу хирĕнче тăрса юлнă. Çапла майпа пирĕннисем оборонăна тытма пултарнă, лартнă тĕллеве пурнăçланă.
Радмир тата унпа пĕрле служба иртекен хаюллă салтаксем тăшман хупăрласа илнĕ юлашки ял-салана ирĕке кăларнă, унпа пĕрле – мĕнпур Луганск Халăх Республикине. Ентешĕмĕре хăюлăхпа паттăрлăхшăн «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă тесе пĕлтернĕ Межгорье хулин мэрĕ Вячеслав Калугин.