Салтак, хушма ячĕ «Пушистик», контракт мелĕпе ятарлă çар операцинче хĕсметре тăни паллă. Маларах вăл радиаци, хими тата биологи хÿтĕлевĕн çарĕнче служба иртнĕ. Фронта пиччĕшĕ хыççăн кайма кăмăл тунă.
«Юратнă çынна хастар кăмăлпа ăсататăп. Вăл ырă-сывă тата çĕнтерÿпе таврăнасса шанатăп», - тенĕ çамрăк арăм.
«Часах тăшмана çĕнтерсе киле таврăнăпăр тесе шутлатăп. Пире кунта çывăх çынсем кĕтеççĕ. Вĕсем - пирĕн тĕрев, шанчăç тата ĕненÿ, пирĕн шанчăклă тыл», - хăй шухăшне пĕлтернĕ çар çынни.
Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанра пурăнакансем РФ Оборона министерствипе çар контрактне алă пусса çирĕплетме пултараççĕ. Çак енĕпе ыйтусем çуралсан 117 пĕрлĕхлĕ хыпар номерĕ çине шăнкăравлама пулать е Лару-тăру (Ситуационный) центрне 122 тата (347) 218-19-19 номерсемпе. Çавăн пекех сире çывăхри «Мои документы» нумай функциллĕ центр ĕçченĕсем те пулăшма пултараççĕ. Унсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусем çине башбат.рф сайтра, телеграмри чат-ботсенче хурав тупма пулать.
Юрий СНЕГОПАД.