Пĕрлĕхри волонтерсем СВОри салтак офицерсене пулăшассине 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче йĕркеленĕ. Маскировка сечĕсем çыхса вĕсене çар çыннисем урлах фронтри малти линине парса яраççĕ. Ал ĕç ăстисен ÿсĕмĕ 20 çултан пуçласа сакăр вуннăпа вĕçленет. Чылайăшсен фронтра çывăх çыннисем тăшмана хирĕç çапăçаççĕ, çĕнтерÿпе таврăнасса шанаççĕ.
Обществăлла организацин хастарĕсем çавăн пекех пулăшу пама кăмăл тăвакан ырă çынсенчен укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Пухнă нухратпа салтаксем валли тĕрлĕ техника хатĕрĕсем, дронсемпе кĕрешмелли рэб-рюкзаксем тата ытти кирлĕ япаласем туянаççĕ. Енчен те кам та пулсан çак пархатарлă ĕçе хутшăнас тет вĕсем «Масксети «Щит» Уфа» волонтерсен пĕрлĕхĕпе çыхăнма пултараççĕ: https://vk.com/ufamaskseti
Юрий СНЕГОПАД.