– Манран тăтăшах ыйтаççĕ: «Мĕнле унта?». Эпĕ «Йывăр» тесе хурав пама пултаратăп. Ăнланмалла пултăр тесен çакна калатăп: «Пирĕн пушкăрт полкне хирĕç, темиçе çĕр метрта, «Азов»* бригади тăрать. Эпир хамăр умри тĕллевсене пурнăçлатпăр». Тата çакна ыйтаççĕ: «СВО хăçан вĕçленет?». Хуравне пурте пĕлеççĕ пулĕ тетĕп: «Хăçан эпир хамăр çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллеве, Украинăна демилитаризацилес тата денацификацилес ĕçе пурнăçлатпăр, çавăн чухне вĕçĕ пулать», – тенĕ Рустэм Шагабутдинов.
Вулакансене пĕлме, Рустэм Шагабутдинов июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче, ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕ çар тивĕçне хăюллă тата паттăрла пурнăçланăшăн патшалăх наградипе чысланă хыççăн, сăмах каланă. Радий Хабиров подполковнике Салават Юлаев орденĕпе наградăланă.
«Азов»* – Раççере усă курма юраман, чарнă экстремистла тата террорла организаци шутланать.
Юрий НИКОЛАЕВ.