+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Хĕрарăм малти линире тăнă май салтаксен пурнăçĕсене çăлса хăварать – февраль уйăхĕнчен пуçласа июль уйăхĕччен вăл медицина пулăшăвĕ памалли ятарлă курс иртнĕ.
- Ĕмĕр тăршшĕпех заводра ĕçлерĕм. Пĕр самантра пире хÿтĕлекенсене пулăшма каяс текен шухăш пуçа кĕрсе вырнаçрĕ, кăмăл çирĕпленчĕ. Кирек кам пулсан та, илччĕр çеç. Аттепе анне, çăмăл мар пулсан та, çакна йышăнчĕç, - тенĕ вăл.