Вахид хăйĕн мăшăрĕпе 29 ачана воспитани парса ура çине тăратать. 2021 çулта тĕслĕхлĕ нумай ачаллă усрав çемье «Ашшĕ-амăшĕн хастарлăхĕ» наградăна илме тивĕçнĕ. Çирĕм тăхăр ачашăн анне пулнă хĕрарăм «Хĕрарăм – çулталăк директорĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă.
Пысăк çемье пуçĕ мĕншĕн çакăн пек йышăну тунине çапла ăнлантарса панă:
- Айккинче тăрса юлма пултараймарăм. Унта çамрăксем çапăçаççĕ, вĕсенчен кашнийĕ манăн ывăл пулма пултарнă. Паянхи кун пирĕн икĕ ывăл ятарлă çар операцийĕнче. Манăн вĕсене пулăшмалла. Хамăн Тăван çĕршыва, ачасемпе юратнă мăшăра хÿтĕлеме каятăп, - çывăх çыннисене килне таврăнма сăмах парса каланă салтак.