+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Унсăр пуçне çемье мăшăрĕ хамăрăн çар çыннисем патне шултăра мăйракаллă выльăх какайне те ăсатнă. Çĕршывăн хÿтĕлевçисем валли гуманитари çăкĕ хатĕрлес ĕçре вĕсене пĕр ял çыннисем пулăшнă, çавăн пекех ял хутлăхĕнчи мечетпе ача сачĕсен коллективĕсем.
Нумаях пулмасть Хайбулла районĕнчи хастарсем те хăйсен ентешĕсем валли фронта икĕ УАЗ тата Нива автомобильсем, дрон детекторĕсем, радиоэлектронлă прибор, генераторсемпе электропăчăкăсем, портативлă газ плитисем, милĕксемпе тетĕлсем тата ытти хатĕрсем ăсатнă. Çÿлерех асăннă япаласене вырăна илсе çитерес ĕçе район администраци пуçлăхĕ Рустам Шарипов хăй хутшăннă.
Юрий СНЕГОПАД.