Регион правительствин йĕркелÿ комитечĕн йышне тата мероприятисен тематика планне çирĕплетмелле, çавăн пекех указа пурнăçлассипе çыхăннă укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене палăртмалла. Çав хушăрах хуласемпе районсен администрацийĕсене указа вырăнти шайра пурнăçламалли мелсене хатĕрлеме сĕннĕ.
Тематика çулне чаплă лару-тăрура 2025 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенĕн кунне халалланă мероприятисен шайĕнче уçĕç.
Унсăр пуçне Пушкăртстанра СВОна хутшăнакансене тата вĕсен çемйисен пайташĕсене пулăшмалли çулталăк шайĕнче пысăк проектсем пурнăçлама палăртнă. Çав шутра – «Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе пĕрле çемьери пысăк канмалли кунсем», «Хамăрăннисене – тимлĕх», «Паттăрлăх», «Çар культурин кунĕсем», «Паттăрсен вăхăчĕ» патриотизм юррисен конкурсĕ, «Арçынсен калаçăвĕ» форум, «Хамăрăннисен çитĕнÿ çулĕ», «Яугир (салтак)» ятарлă çар операцин ветеранĕсен хушшинчи ăмăрту, республикăри паллă батальонсен ялавĕсен çут ĕç марафонĕ, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи» патшалăх фончĕн филиалĕсен ертÿçисен Пĕтĕм Раççейри семинар-канашлу.
Ирида НОВИКОВА.