Пур хыпар та

СВОна хутшăнакан салтак йĕкĕрешсен ашшĕ пулса тăнă

Куюргазă районĕнчен ятарлă çар операцине (СВО) хутшăнакан салтак нумай ачаллă атте пулса тăнă - Сергейпе Валентина Колбиневсен йĕкĕреш çуралнă. Çут тĕнчене тин килнĕ пепкесем нумай ачаллă çемьере тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш ачасем шутланаççĕ. Районта вĕсем çĕнĕ 2025 çулта чи малтан çуралнисем пулса тăнă. Çакăн çинчен район администраци пуçлăхĕ Юлай Ильясов пĕлтернĕ.

СВОна хутшăнакан салтак йĕкĕрешсен ашшĕ пулса тăнă
СВОна хутшăнакан салтак йĕкĕрешсен ашшĕ пулса тăнă

- Çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Хăвăртрах Çĕнтерÿ çиттĕр, çемье пур енчен те тулли те çирĕп пултăр, - тенĕ вăл.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: