Пур хыпар та

Фельдшер аманнă салтаксене сиплеме фронта тухса кайнă

Пушкăртстанра пурăнакан Вазима Елкибаева интернетра суранланнă çар çыннисен сăнÿкерчĕксемпе видеоматериалсене курнă хыççăн ятарлă çар операцине каяс тесе РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Баймак районĕнчи Иткулово ялĕнчи хастар хĕрарăм Вазима Елкибаева çинчен «Пушкăрт батальонĕ» telegram-канал каласа панă.

Фельдшер аманнă салтаксене сиплеме фронта тухса кайнă
Фельдшер аманнă салтаксене сиплеме фронта тухса кайнă

Вазима Елкибаева тухтăр пулса ĕçленĕ. Госпитальсенче медицина ĕçченĕсем çитменни çинчен пĕлсен вăл ĕçтешĕпе пĕрле фронта аманнă салтаксене пулăшма кайма йышăну тунă.

 - Интернетра суранланнисен сăнÿкерчĕкĕсемпе видеосене курсан вĕсене шел пулчĕ. Манăн пĕрремĕш професси - фельдшер, çавăнпа та пĕрремĕш пулăшу пама пултаратăп. Анчах вăрçăра пурте эпир шухăшланă пек пулса пымасть. Эпĕ госпитале мар, блиндажа лекрĕм, - каласа панă Вазима Елкибаева.

Медицина ротинче служба иртнĕ вăхăтра хĕрарăм тупă çурăлнипе тревога сассисене хăнăхса çитнĕ, малтанхи пекех хăрамасть. Анчах вăл хăйĕн икĕ хĕрĕпе тăванĕсемшĕн тунсăхлать.

 - Кашни кун вăл - тĕрĕслев, анчах эпĕ хамăр çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшма пултарнишĕн мăнаçланатăп, - палăртнă Вазима Елкибаева.

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: