Пур хыпар та

Çĕршывăн тĕп хулинче «Пути твои» фильм кăтартнă

Хамза-хазрата тата Виктор аттене – Пушкăртстанри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ăс-тăн наставникĕсем –  халалланă «Пути твои» фильмăн премьера умĕнхи кăтартăвне Мускаври «Россия» наци центрĕнче йĕркеленĕ. Çакăн пирки Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров  хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ.

Çĕршывăн тĕп хулинче «Пути твои» фильм кăтартнă
Çĕршывăн тĕп хулинче «Пути твои» фильм кăтартнă

«Пути твои» – çул çÿрев фильмĕ. Пирĕн священниксем Ĕпхÿрен Донецка гуманитари пулăшăвĕ илсе каяççĕ. Вĕсемпе пĕрле ÿкеру ушкăнĕпе Илья Глинников актер çула тухаççĕ. Çул çинче вĕсем тĕрлĕ хуласенче чарăнаççĕ, тĕрлĕ тĕн представителĕсемпе тĕл пулаççĕ, хăйсен шухăшĕсемпе историйĕсене каласа параççĕ. Çакă чăн-чăн патриотизм, çветтуй аттесен туслăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен шухăшласа кăларман истори. Малти линире те, тылра та вĕсем кашни кун ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен паттăр ĕç тăваççĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ. Ентешсемпе мăнаçланатăп. Турă вĕсене сыхлатăр. Нумай çул пурăнмалла пултăр!» – тесе çырнă Радий Фаритович.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: