Паллă пулăма Сименкке ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Никитин, Пелепей район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Смородин, аслă ҫулсенчи ватăсем, çамрăксем, хăнасем, ентешĕмĕрĕн тус-тăванĕсем хутшăннă.
Мероприятие пуҫланă май культура çуртĕнче вăй хуракан Татьяна Савельева Сергей Маркеловичăн шăпипе паллаштарнă, кун-ҫулĕ пирки кĕскен каласа хăварнă, унăн паттăрлăхĕ ҫинче чарăнса тăнă.
Сергей Васильев рядовой, штурм взвочĕн стрелокĕ Донецк Халăх Республикин территорийĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă май çар тивĕçне пурнăçласа, паттăрлăх кăтартса пуç хунă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн Сергей Маркеловича Паттăрлăх орденĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн). Чăваш арне халалланă асăну хăмине вырăнти культура çурчĕн стени çинче вырнаçтарнă.
Тăван çĕршыва сыхлакана ĕмĕрлĕх асăну тата мухтав!
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.