Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
29 Апрелӗн 2025, 18:00

Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă

Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулта хаяр вăрçăра Совет Союзĕ çĕнтернĕренпе, тăшмана хăйĕн йăвинчех - Берлинта тĕп тунă кунран 80 çул çитнине халалланă мероприятисен шайĕнче СВО участникĕсене, паттăр ентешсене сума суса Геройсен парттисене чаплă лару-тăрура уçнă.

Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă
Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă

Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Виктор Аркадьевич Никитинпа Андрей Алексеевич Казаков паттăрсем асăннă шкулта вĕреннĕ.

Мероприятие салтаксен çывăх çыннисемпе ветеран-учительсем, вырăнти вăрçăсемпе СВО участникĕсем хутшăннă.

Çар тивĕçне пурнăçласа ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă паттăрĕсен ятне панă вĕренÿ сĕтелĕсене асăннă пĕлÿ çуртĕнче вăй илнĕ «Юнармия» обществăлла юхăмăн пайташĕсене, 9-мĕш класра вĕренекен Арслан Сунагатовпа Егор Михайлова тата салтаксен ачисене Николай Никитинпа Николай Казакова уçма ирĕк панă.   

Вĕренÿ çурчĕсенче çакнашкал парттăсем уçни паттăрсен ятне ĕмĕр асра тытма, çамрăксене хамăр ентешсен ырă тĕслĕхĕ çинче çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнме май параççĕ.

Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.

Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă
Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă
Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă
Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă
Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă
Чăваш Хурамалĕнче Геройсен парттисене уçнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас