Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
25 Июнӗн 2025, 10:00

Пушкăртстан минометчикĕ пĕчченех 25 тăшмана «ăшаланă»

Çар чаçĕн командирĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров патне çыру янă. Унта çар çынни Кугарчă районĕнчи «Бал» хушма ятлă салтакăн паттăрлăхĕ çинчен çырнă.

Пушкăртстан минометчикĕ пĕчченех 25 тăшмана «ăшаланă»
Пушкăртстан минометчикĕ пĕчченех 25 тăшмана «ăшаланă»

«Бал» миномет расчечĕн йышĕнче çар задачисене пурнăçланă май пĕчченех 25 тăшмана тĕп тунă. Хăюллă салтак контузи илнĕ пулин те хастар çапăçнă, ума лартнă тĕллеве пурнăçланă. Çакăн пирки çар чаçĕн командирĕ ПР Пуçлăхне Радий Хабирова янă Тав çырăвĕнче пĕлтернĕ.

Çавăн пекех çырура «Бал» гварди сержанчĕ ятарлă çар операцийĕн пĕрремĕш кунĕнченех хăйне шанчăклă юлташ, Тăван çĕршыва хăюллăн та паттăрăн хÿтĕлекен салтак пек кăтартнине те палăртнă.

Кугарчă район администрацийĕнче «Бал» 2023 çултанпа СВОна хутшăннине пĕлтернĕ.

Çакна та каласа хăвармалла, Пушкăртстанра паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье пайташĕсене 40 ытла пулăшу параççĕ.

Республика арĕсене Оборона министерствипе алă пуснă хыççăн çавăнтах 2 млн ытла тенкĕ, уйăхсерен 210 пин тенкĕрен пуçласа ĕç укçи тÿлеççĕ. Унсăр пуçне çемйисене 40 ытла пулăшу мерипе тивĕçтереççĕ.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас