-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстан салтакĕн паттăрла ĕçĕ пирки «Башкирский батальон» телеграм-каналра çырса пĕлтернĕ. Унта Раççей разведчикĕсем тăшманăн çар техникине вăрланине ÿкернĕ видео та пур.
«Руль умне «Опер» хушма ятлă Сибай ачи ларнă. Вăл çарти тусĕсемпе пĕрле Сумск облаçĕн чиккинче LAV Super Bison БТРа вăрласа тарнă. Çул çинче БТР кăштах сиенленнĕ, апла пулин те экипаж палăртнă пункта чиперех çитнĕ», - тенĕ телеграм-каналра.