Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
18 Ноябрӗн 2025, 16:00

«Тăван çĕршыв шанăçне тÿрре кăларăпăр»

Кармаскалă тăрăхĕнчи арсем ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра Раççей интересĕсене хăюллăн хÿтĕлеççĕ. Вĕсем çар тĕллевĕсене тивĕçлипе пурнăçлаççĕ.

«Тăван çĕршыв шанăçне тÿрре кăларăпăр»
«Тăван çĕршыв шанăçне тÿрре кăларăпăр»

«Гира» хушма ятлă салтак Тинĕскÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкулта ăс пухнă. Вăл ачаранах спортпа туслă. Халĕ те волейбол, баскетбол тата сĕтел çи теннис вылять. Шкул тата район ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕри экономикăпа право колледжĕнче вĕреннĕ. Салтак тивĕçне Арменире пурнăçланă, отделени командирĕ пулнă. Демобилизаци хыççăн тăван тăрăхра тымар янă. Çемье çавăрса ĕлкĕреймен-ха.  

«Гира» ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Паянхи кун вăл мотострелок полкĕн 1-мĕш батальонĕн взвод командирĕн çумĕ пулса тăрăшать.

 - Эпир пĕр-пĕринпе питĕ туслă. Пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр. Пĕчĕк Тăван çĕршывран гуманитари пулăшăвĕ тăтăшах килни, пире мĕн кирлипе тивĕçтерни савăнтарать. Уйрăмах ачасем çырнă çырусем кăмăла çĕклеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пурте лайăх. Тăван çĕршыв-анне чĕнет, пирĕн стройра пулмалла, Тăван çĕршыв шанăçне тÿрре кăларăпăр, - тесе каланă хăюллă салтак.

«Гира» çар йăли-йĕркисене тивĕçлĕн малалла тăсать, СВО зонинче паттăрлăх кăтартать. Тинĕскÿл арне «Хастарлăхшăн», «Донбаса ирĕке кăларнăшăн», «Çарти хастарлăхшăн», «СВО участникне» медальсем парса наградăланă.

Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас