Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
8 Декабрӗн 2025, 14:00

Аманнă салтака хăйĕн кĕлеткипе хупланă

«Ятарлă çар операцине эпĕ тулли мар мобилизаци пуçлансанах кайма шухăшларăм. Анчах та май пулмарĕ — хĕр тесе йышăнамарĕç çар комиссариатĕнче. Ытти регион урлă та кайма хăтлантăм. 2024 çулта тинех Санкт-Петербургра РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт çыртăм. Ятарлă çар операцийĕнче эпĕ кирлĕрех терĕм», — аса илчĕ Чăваш Енри Канаш хулинче кун çути курнă Ева Анисимова.

Аманнă салтака хăйĕн кĕлеткипе хупланă
Аманнă салтака хăйĕн кĕлеткипе хупланă

Кăçалхи февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Ева пĕрле служба тухакансемпе вăйлă аманнă салтака — унăн ури арканнă — эвакуацилеме кайнă. Анчах унтан хĕре хăйне госпитале ăсатма тивнĕ…
«Жгутпа çыхнă самантра çывăхрах дрон кĕрленине илтрĕм. Сасă вăйлансах пычĕ. Ку мĕнпе вĕçленессе ăнланса аманнине хамăн кĕлеткепе хупларăм — манăн ăна та, унăн урине те сыхласа хăварас килетчĕ. Темиçе çеккунтран снаряд сирпĕнчĕ. Тек нимĕн те астумастăп. Эпĕ виçĕ кунран çеç Курскри больницăра тăна кĕнĕ», — аса илет «Паттăрлăхшăн», «Хăюлăхшăн», «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медальсене тата ытти наградăна тивĕçнĕ чăваш хĕрĕ.

 

Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» (04.12.2025)

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас