Снежное поселока илсе килнĕ хĕреслĕ купола Турă Амăшĕн Тихвинри хĕрарăм чиркĕвĕ панă. Асăннă чиркĕвĕн пачăшки Андрей Саватеев, «Гога» хушма ятлăскер, Салават Юлаев ячĕллĕ пушкăрт батальонĕнче гранатометчик пулса çапăçнă.
Часавая хăпартас шухăш ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçĕнче çуралнă. СВО зонине кайнă çул çÿревсенчен пĕринче республика ертÿçи Салават Юлаев батальонне çитсе курнă. Шăпах çавăн чухне çакăн пек шухăш вĕлтлетсе иртнĕ.
- Фронтра хăш тĕн çынни пулнине шута илмеççĕ, салтаксем пурте пĕрле мечетсем те, чиркÿсем те хăпартаççĕ. Унччен маларах асăннă батальонăн хастарĕсем «Йондоз-Рахман» ятлă мечет туса лартнăччĕ. Сăваплă ĕçе Пушкăртстанри районсен пуçлăхĕсем те тÿпе хываççĕ. Çапла тĕн пĕрлештерет, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кăмăл-сипетне çирĕплетет, - каласа панă Азат Сахабиев.