Пур хыпар та

Енкрелти «Добрыня» - СВО зонинче БПЛА операторĕ

Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнчи «Добрыня» хушма ятлă салтак ятарлă хатĕрленÿ курсĕ пĕтернĕ, пилотсăр вĕçекен аппаратсен (БПЛА) операторĕн профессине алла илнĕ. Çар çынни палăртнă тăрăх, паянхи кун БПЛА подразделенийĕсем çар условийĕсенче тĕп вырăн йышăнаççĕ, малти линире пĕлтерĕшлĕ задачăсене пурнăçлама пулăшаççĕ.

Енкрелти «Добрыня» - СВО зонинче БПЛА операторĕ
Енкрелти «Добрыня» - СВО зонинче БПЛА операторĕ

Пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ пысăк яваплă тата тарăн пĕлÿллĕ пулма хистет. Çакна «джойстикпа вылямалли вăйăпа» танлаштарма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вăл служба шутланать. Ун пек чух лăпкă пулма, çийĕнчех тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелле. Унсăр пуçне инженер профессин хăнăхăвĕсем кирлĕ, физикăпа программировани никĕсĕсене ăнланмалла. Çав вăхăтрах ăнăçу пĕтĕм команда ĕçĕнчен килет.

БПЛА экипажĕсем разведкăсем йĕркелеççĕ, тăшман мĕн тума хатĕрленнине пĕлме тата гражданла объектсене тапăннине сирсе яма тăрăшаççĕ. Чи йывăр задачăсенчен пĕри – тăшман дронĕсене ярса тытасси. Технологисем тăтăшах аталанаççĕ, çавăнпа та операторсем хăйсен пĕлĕвĕсене ÿстереççĕ. Çакăн йышши служба çирĕп дисциплинăллă, яваплă тата професси ăсталăхне ÿстерме ыйтать.

«Добрыня» ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса Жуков медальне илме тивĕçнĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас