Залра пухăннă халăх ачисем ашшĕ çумне йăпшăннине сăнанă май, Раççей салтакĕсем шăпах çакăншăн кар! тăнине лайăх ăнланнă. Вĕсем мирлĕ ачалăхшăн, çемйисен лăпкă пурнăçĕшĕн, тăван килшĕн тăшмана хирĕç çапăçаççĕ.
«Сема» чăн-чăн арçын пек нумай сăмах ваклама юратмасть. Анчах вăл каласа пани кашнин чĕрине пырса тивнĕ. Хăна салтаксен кулленхи пурнăçне, йывăрлăхсене куç умне кăларса таратнă, «çарти тăванлăх» мĕн икенне уçса панă. Унта, малти линире, ют çынсем çук – пурте пиччесем, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр тăвансем.
Калаçу вăхăтĕнче «Сема» Ашкатар, Кинчеккей тата Урал ялĕсенчи волонтерсене чунтан тав тунă.
- Унта, окопсенче, эпир сирĕн пулăшăвăра туятпăр. Эсир çыхнă маскировка сечĕсем пурнăçа çăлаççĕ. Эсир хатĕрлекен блиндаж çуртисем сивĕ каçсенче ăшăтаççĕ. Эсир янă çырусемпе посылкăсем пире кĕтнине, юратнине аса илтереççĕ, - тенĕ çар çынни.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.