Паянхи кун «Ахмад» - пилотсăр вĕçекен аппаратсен аслă операторĕ. Вăл темиçе теçетке çар вĕçевĕ тунă, темиçе хутчен аманнă. Кашнинчех, сипленнĕ хыççăн, çарти пиччĕшĕсем патне таврăннă.
Хăюллă сержант пĕлтернĕ тăрăх, унччен маларах артиллерипе танксем шанăç панă пулсан, паян вара «çапăçăвăн ÿкерчĕкне» дронсемпе ĕçлекенсем улăштарма пултараççĕ. Çав вăхăтрах ветерансем вырăнне çамрăксем килеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çĕнĕ гаджетсене хăвăртрах алла илеççĕ, вĕсемпе пурăнма хăнăхаççĕ.
- Опыт тата çамрăклăх пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Социаллă сетьсенче ан ларăр. Енчен те эсир паянхи технологисемпе усă курма пĕлетĕр пулсан – пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕсен йышне кĕрĕр. Вĕсем малти линирен аякра çапăçаççĕ, анчах тăшмана хăюллăн тĕп тăваççĕ, - тенĕ «Ахмад» Пилотсăр системăсен çарне йĕркеленине ырласа йышăннă май.