Андрей Константинович 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе çара кайнă. Вăл штурм операцийĕсене хутшăннă, отделени командирĕ пулнă.
2024 çулхи кĕр кунĕсенчен пĕринче çар чаçĕн командованийĕ Кармаскалă район администрацине Андрей Ивановăн вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен чуна хумхантаракан тата тав сăмахĕсенчен тăракан çыру янă.
2024 çулхи октябрь уйăхĕнче Андрей Константинович Иванов сержант çар заданине пурнăçланă вăхăтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Митриски арĕн чĕри 41 çулта тапма чарăннă. Çапла Светлана мăшăрĕпе икĕ хĕрĕ çемье пуçĕсĕр тăрса юлнă.
Çапăçура палăрнăшăн Андрей Иванов «Хăюлăхшăн», «Раççейре службăра тăнăшăн», М.Шаймуратов ячĕллĕ, 428 мотострелоксен полкĕн, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медальсене илме тивĕçнĕ.
Хăюллă чăваш арĕн çутă сăнарĕ, ырă ĕçĕсем, хастарлăхĕ яланах ентешĕсен асĕнче упранĕ.
Кармаскалă районĕ, Митриски ялĕ.