Пур хыпар та
Ятарлă çар операцийĕ
22 Нарӑсӑн , 11:00

Эпир паттăрсен амăшĕсем

Тăван тăрăха çартан таврăннă мĕнпур салтаксене халалласа.

Эпир паттăрсен амăшĕсем
Эпир паттăрсен амăшĕсем

Нумай та пулмасть, хĕрсемпе юрлаканччĕ:
«Пулăр хĕсметре, кĕтетпĕр эпир!»
Паян Окуджава сасси, ак, вăранчĕ:
«Таврăнсамăр ыр-сывă, эсир!».

 

Пăшăлти сăмахпа пил пилленĕ,
Тен, çитмен ăс-хавал вăй хума?
Юн-кăварлă ама сĕт хĕлхемĕ
Çĕршыва вĕрентет юратма!

 

Паттăрсемшĕн явап пулнă çакă:
Эпир пулнă пĕрле, амăшсем,
Тупа тунă салтакшăн «Присяга»,
Анне чунĕ упрать шанчăксем!

 

Йыхăрать вĕсене вăрçă хирĕ,
Чăн герой Тăван çĕр хÿтĕлет!
Кашни утăм хăрушлăх та вилĕм.
Ахрăм çеç Вилĕмсĕрлĕх чĕртет!

 

Ывăлсем пит хастар та хăюллă –
Манăçа юлас çук шăписем!
Ячĕсем те ялан пулĕç сумлă,
Тăван анне – Çĕршывăн савнă ачисем!

 

Раина ЯКОВЛЕВА. Пишпÿлек сали.
Вырăсларан чăвашла ШУРÇĂЛ Лити куçарнă.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас