«Крош» хушма ятпа çÿрекен салтак тинĕс пехотин 40-мĕш бригадинчи «Арктический» батальонта хĕсметре тăрать. Курск тăрăхĕнче çапăçусем пынă чухне штурмлакан ушкăн вăл ертсе пынипе тăшманăн сакăр хÿтĕлев пунктне хăйсен аллине туртса илнĕ, вĕсене 52 кун тытса тăнă. Хаяр та йывăр çапăçусенче «Крош» темиçе салтака çăлса хăварнă.
Çапăçу хирĕнче позицине çавăн чухлĕ тытса тăнине Камчатка губернаторĕ «фронтри хăйне евĕр рекорд» тесе хак панă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кунран пуçласа 2026 çулхи январь уйăхĕччен Раççей Геройĕ ята 472 çын тивĕçнĕ. Регионсем тăрăх пăхас пулсан чи нумай паттăрсем Краснодар крайĕнче – вĕсем 15. Амурпа Волгоград облаçĕсенчен, Дагестанран, Донецск Халăх Республикинчен, Тутарстанран, Приморск крайĕнчен 14 çар çынни чи пысăк награда хуçи пулса тăнă. Пушкăртстанра пурĕ -13, Чăваш Енре - 9 çын.
Юрий СНЕГОПАД.