Сергей Ивановича 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче мобилизациленĕ. Чăваш арĕ 41867 çар чаçĕн мотострелоксен батальонĕн мотострелоксен ротин мотострелоксен взвочĕн командирĕн çумĕн тивĕçне пурнăçланă.
2025 çулхи çуркунне С.И. Кириллов кĕçĕн сержант çар заданине пурнăçланă чухне паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хыпар килнĕ. Унăн мăшăрĕ, хĕрĕпе ывăлĕ тăрса юлнă. Ентешĕсем хăйсен паттăрĕпе 2025 çулхи июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă.
Сергей Иванович çапăçура хăюлăхпа палăрнăшăн «Хăюлăхшăн» II степень, «Çапăçура палăрнăшăн», «Донбасса ирĕке кăларнăшăн», 428-мĕш мотострелоксен полкĕн медалĕсене илме тивĕçнĕ.
Кармаскалă районĕ, Митриски ялĕ.