Концерт программи пуян, тĕрлĕ жанрлă та кăсăк пулнипе уйрăлса тăнă. «Нарспи» ансамбль пайташĕсем йăла-йĕрке, салтак, вокалпа хореографи композицийĕсене кăтартнă, сценкăсемпе тата ташăсемпе савăнтарнă. Людмила Иванова вырăсла тата чăвашла шăрантарнă юррисем залра ларакан кашни çыннăн чун хĕлхемĕсене пырса тивнĕ. Çавăн пекех Серафима Егоровапа Галина Кириллова Зинаида Сурпанăн, Валерий Туркайăн, Петĕр Хусанкайăн тата Ялтăр Мучин сăввисене вулани пурин кăмăлне те кайнă.
Куракансемпе уяв хăнисем уйрăмах çамрăк ташăçăн Анастасия Васильеван номерĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Пултаруллă хĕр вырăспа чăваш, чиканпа испан ташшисене ташланă.
Концерт çÿллĕ шайра иртнĕ, куракансем сцена ăстисене ăшшăн йышăннă, чунтан тав тунă. Чăнах та, «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ асра юлмалли, лайăх кăмăл-туйăм парнелекен уяв йĕркелесе ирттернĕ. Сăмах май каласан, кăçал кĕркунне ушкăн хăйĕн 40 çулхи юбилейне паллă тума палăртать.
Ĕпхÿ районĕ, Хăмăшлă ялĕ.