Март уйăхĕн 24-мĕшĕнче Анна Цивилева тата ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров СВО ветеранĕсене – Ренат Гильмутдиновпа Айрат Нуриева, Вильмир Кильмаматовпа Ильнур Гареева тата Ильшат Алимгузина – инвалид ураписемпе алăпа тытса пымалли автомобильсен уççисене панă.
- Пирĕн патшалăхăн çирĕп никĕсĕпе шанчăкĕ шутланакан арсемпе çума-çумăн тăма пултарни маншăн пысăк чыс. Сирĕн хастарлăхăр тапса тăни халĕ те сисĕнет, эсир хăвăр сывлăхăра, пурнăçăра шеллемесĕр патшалăх интересĕсене хÿтĕлетĕр. Эсир пĕрремĕшсем пулса патшалăха хÿтĕлеме тăтăр, çакăншăн сирĕн умăрта пуç таятпăр. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн тĕллевĕ – хăвăра хăтлă туйма майсем туса парасси. Çакна эпир сире чунтан хисеплесе, тав туса пурнăçлатпăр, - тенĕ Анна Цивилева.