Пур хыпар та

СВОна хутшăнакансене – патшалăхăн пысăк наградисем

Гафури районĕнчи виçĕ паттăра патшалăхăн пысăк наградисене парса чысланă. Вĕсем çинчен район администраци пуçлăхĕ Венер Вахитов каласа панă.

СВОна хутшăнакансене – патшалăхăн пысăк наградисем
СВОна хутшăнакансене – патшалăхăн пысăк наградисем

«Змей» хушма ятлă салтак Хăюлăх орденне илме тивĕçнĕ. Венер Вахитовăн сăмахĕсем тăрăх, вăл – пилĕк ача ашшĕ.

Мобилизаци йĕркипе çара тухса кайнă «Коршуна» «Паттăрлăхшăн» II степень медальпе чысланă.

«Молчунья» çамрăк хĕрарăма «Çарти туслăха çирĕплетме тÿпе хывнăшăн» медаль парса наградăланă.

 - Мĕнпур çар çыннисене çирĕп сывлăх, тăванĕсемпе çывăх çыннисем патне ырă-сывă таврăнма сунатăп, - ыр сунса каланă Венер Вахитов.   

СВОна хутшăнакансене – патшалăхăн пысăк наградисем
СВОна хутшăнакансене – патшалăхăн пысăк наградисем
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас