

Анчах пурнăç тепĕр чухне пирĕн плансене улшăнусем кĕртет: Благовещенск çамрăкĕ Байкал леш енчи гварди пĕрлешĕвĕн пилотсăр вĕçекен системăсен çарĕн сывлăш разведкин операторĕ пулса тăнă. «Конг» хăйне чăн-чăн разведчик, сывлăш тĕпчевçи пек курать.
Сăнав процесĕ илĕртет. Çар çынни палăртнă тăрăх, тăшман хăйĕн позицийĕсене яланах лайăх пытармасть. Украинăн салтакĕсем капонир (хÿтĕленмелли вырăн) хатĕрлеççĕ, анчах тин çеç чавнă çĕре туратсемпе витме манаççĕ е кахалланаççĕ-тĕр. Хăш чухне хăйсен позицийĕсем вырнаçнă тĕлте çÿп-çап салатаççĕ. Сывлăш разведчикĕ вара çÿлтен пĕтĕмпех курать, салфетка выртнине те. Çакна шута илсе пирĕннисем тăшман вырнаçнă вырăнсене часах шыраса тупаççĕ.
«Конг» операторăн пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсенчен пĕри – тăшманăн хĕç-пăшал складне тĕп туни. Шăпах Благовещенск арĕ хĕç-пăшала пушатнине, куçа курăнман блиндажа вырнаçтарнине асăрханă. Çакăн хыççăн пирĕн аркатмалли дронсем тăшманăн хĕç-пăшал склачĕ еннелле çул тытнă. Взрыв çав тери вăйлă пулнăран пирĕн разведчиксем хăйсен сăнав «кайăкĕсене» чутах çухатман.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан «Конг» тăшманăн хĕç-пăшалĕпе техникине чылай тĕп тунă. Пирвайхи вăхăтра çар çынни хăйĕн çитĕнĕвĕсене шутласа пынă. Каярах шутне те çухатнă.
Пилотсăр вĕçекен системăсен çарĕн сывлăш разведкин операторĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ çар задачи – штурм ушкăнĕсене пулăшу парасси. Çакăн пек самантсенче сывлăш разведки аркатмалли дронсемпе пĕрле ĕçлет. Вĕсем пирĕн подразделенисем çула тухиччен тавралăха «тасатаççĕ». Çакăн хыççăн çеç штурм ушкăнĕсем сывлăш сăнавçисем ертсе пынипе малалла шăваççĕ.
Дронсемпе ĕçлекенсене çапăçу хирĕнчен таврăннă штурмовиксем час-часах тав тăваççĕ. Енчен те штурм ушкăнĕ çар задачине пурнăçланă, вăл йывăр лару-тăруран тухма пултарнă пулсан çакă операторсен ĕçĕн чи лайăх кăтартăвĕ шутланать.
– Тÿрлетÿсем тунăран, информацие вăхăтра пĕлтернĕрен пирĕн салтаксем çапăçу хирĕнчен ырă-сывă таврăнаççĕ. Пĕчĕк çар çитĕнĕвĕсенче эсĕ пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ сыпăк пулнине ăнланса илни çар телейĕ мар-и-ха? Çаксем пысăк та пĕтĕмĕшле çĕнтерĕвĕн прологĕ шутланаççĕ, – тенĕ «Конг».
Ирида НОВИКОВА.