Урал сасси
+14 °С
Облачно

Штурм ушкăнне çăлса хăварнă

Егор Я. – Ĕпхÿ хулинчен. Гварди ефрейтор тăшманăн пилотсăр вĕçекен аппарачĕсенчен штурм ушкăнне çăлса хăварнă. Ĕпхÿ çыннин паттăрла ĕçĕ пирки тĕп хулари Киров район администрацийĕ каласа панă.

Штурм ушкăнне çăлса хăварнăШтурм ушкăнне çăлса хăварнă
Штурм ушкăнне çăлса хăварнă

Егор 2024 çултанпа пилотсăр вĕçекен аппаратсен расчечĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлать. Пĕррехинче çар çыннине Донецк Халăх Республикинчи пĕр ял-салара штурм ушкăнĕн тĕттĕм вăхăтри маршрутне тĕпчеме хушу панă. Ĕпхÿ арĕ асăннă районта вĕçев тунă вăхăтра тăшманăн пилотсăр вĕçекен аппарачĕсене асăрханă. Шăпах вĕсем пирĕннисем вырнаçнă позицисем патне çывхарнă. Егор вăрах шухăшласа тăмасăрах батальон командирне çакăн пирки пĕлтернĕ, БПЛАсем хыççăн малалла сăнанă.
Штурм ушкăнне хăрушлăх çывхарнине асăрхаттарнă, Раççей салтакĕсем пăшалтан вут-çулăм кăларнă, тăшманăн пилотсăр вĕçекен аппарачĕсене тĕп тунă.
Ĕпхÿ арĕ ятарлă çар операцийĕнче палăрнăшăн çар чаçĕнчен тава тивĕçнĕ.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас