Урал сасси
0 °С
Облачно

Талăкне вăтамран тăшманăн 15 объектне тĕп тăваççĕ

Балтач районĕнче çуралса ÿснĕ «Вагнер» хушма ятлă çар çынни ятарлă çар операцийĕнче çар задачисене ăнăçлă пурнăçлать. Вăл пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕн тивĕçне илсе пырать.

Добавить в предпочтительные источники Google
Талăкне вăтамран тăшманăн  15 объектне тĕп тăваççĕТалăкне вăтамран тăшманăн  15 объектне тĕп тăваççĕ
Талăкне вăтамран тăшманăн 15 объектне тĕп тăваççĕ

2024 çулта «Вагнер» профильлĕ хатĕрленÿ иртнĕ, «Молния» самолет евĕр пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлеме вĕреннĕ.
Çар çынни каласа панă тăрăх, сывлăш хутлăхĕ хыççăн талăкĕпе сăнаççĕ. «Вагнер» вырнаçнă подразделени талăкне вăтамран тăшманăн 15 объектне тĕп тăвать.
Салтака çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра хăюлăх, паттăрлăх кăтартнăшăн «Хастарлăхшăн», «Ятарлă çар операцийĕн участникĕ», Георгий Жуков тата Минигали Шаймуратов медалĕсене парса чысланă.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова