Урал сасси
+25 °С
Облачно

Радий Хабиров пуçласа çĕнĕ патшалăх наградипе чысланă

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, май уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿ хулинчи Совет площадĕнче пуçласа çĕнĕ наградăпа –  «Пархатарлă Пушкăртстан халăхĕнчен» («От благодарного народа Башкортостана») медальпе çынсене чысланă.

Радий Хабиров пуçласа çĕнĕ патшалăх наградипе чысланăРадий Хабиров пуçласа çĕнĕ патшалăх наградипе чысланă
Радий Хабиров пуçласа çĕнĕ патшалăх наградипе чысланă

Асăннă наградăна хăйсен ирĕкĕпе СВОна хутшăннисене пулăшакансем тата ятарлă çар операцинчи тĕллевсене пурнăçлакан çар çыннисем тивĕçнĕ.

- Водительсем, медицина ĕçченĕсем, строительсем, волонтерсем, пачăшкăсем, чиновниксем, çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсем СВО салтакĕсен çирĕп тĕревĕ шутланаççĕ, - тесе каланă чыслав вăхăтĕнче Радий Хабиров.

Асăннă медалĕн авторĕ - Санкт-Петеребург хулинчи ÿнерçĕ- Владимир Нуждин гравер. Вăл чул çинчи контррельеф гравюрине метала шăратса тăвакан сайра хутра тĕл пулакан ăстаçă шутланать. Ун пек специалистсем Раççейре шутлă çеç юлнă. Пушкăртстанпа ăна çак ĕç çеç çыхăнтармасть. Маларах вăл Шаймуратов генералăн медалĕпе орденне, Григорий Аксаковăн орденне, «Ĕçри паттăрлăхшăн» («За трудовую доблесть») медальне хатĕрленĕ. Владимир Нуждин эскизсене, чул формисене, асăннă паллăсене тумалли технологисене  Пушкăртстан Республикин Наци музейне панă.

Асăннă медаль республикăри наградăсен хушшинче пĕлтерĕшĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнать. Чи çÿлте тăраканни Шаймуратов генералăн медалĕ, аялти «Ĕçри паттăрлахшăн» медаль шутланать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас