Урал сасси
+21 °С
Облачно

Раевка хĕрĕ – БПЛА операторĕ

Элшей районĕнче çуралса ÿснĕ хĕр пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ пулма çирĕп йышăну тунă. Хăюллă хĕр çинчен район администраци пуçлăхĕ Наиль Абелгузин каласа панă.

Раевка хĕрĕ  – БПЛА операторĕРаевка хĕрĕ  – БПЛА операторĕ
Раевка хĕрĕ – БПЛА операторĕ

Алена Раевка салинчи Бурангулов ячĕллĕ лицейра пĕлÿ илнĕ. 2025 çулта черченкĕ те çирĕп кăмăллă хĕр БПЛА операторĕсен йышне кĕме, малти линире служба иртме кăмăл тунă. Уншăн кашни вĕçев Çĕнтерÿ патне тунă утăм шутланать тесе палăртнă район пуçлăхĕ.

Нумаях пулмасть ятарлă çар операцине хутшăнакан çамрăк хĕр тăван тăрăхне кĕске вăхăта отпуска таврăннă. Пионерсен çуртĕнчи волонтерсем Аленăна маскировка сечĕсем панă.

 - Чун ăшшине шеллемесĕр çыхнă маскировка сечĕсем техникăпа позицие пытарма, салтаксен пурнăçĕсене сыхласа хăварма пулăшаççĕ. Дронсен çунаттисем тăшманăн объекчĕсене тупса тĕп туччăр, пуç тăрринче мирлĕ тÿпе пултăр, - тенĕ Наиль Абелгузин.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас