

Пĕррехинче çамрăк хĕр гуманитари конвойĕпе малти линие кайнă. Шăпах унта пĕрремĕш пулăшу паракан çынсем çитменни пирки илтнĕ. Çакăн хыççăн вăл контракт алă пуснă.
«Вишня» подразделенинче ятарлă курс иртнĕ, санитар-стрелок пулса тăнă. Çур çул хушши çамрăк хĕр салтаксен пурнăçĕсене çăлнă, каярах вăл вырнаçнă чаçе салатса янă. Ĕпхÿ хĕрĕ килне таврăнсан та çынсене пулăшма пăрахман. Нумай пулмасть вăл районти волонтер штабне çитнĕ, кĕске вăхăт хушшинче гуманитари пулăшăвĕ пухассине йĕркеленĕ.
Паянхи кун «Вишня» хăйĕн хĕр юлташĕпе Ĕпхÿри вĕренÿ учрежденийĕсенче çар медицинин никĕсĕсене вĕрентет, медицина колледжне вĕренме кĕме палăртать.
«Паян «Вишня» 19 çул тултарчĕ. Çамрăк хĕр çине пăхнă май вăл аслă çын пек йышăну тума пултарнине куратăн. Меллĕ самантпа усă курса ăна çуралнă кун ячĕпе саламларăм, телейпе çирĕп сывлăх тата мирлĕ тÿпе сунтăм», - çырнă Ĕпхÿ район администраци пуçлăхĕ Николай Ельников.