

Алина Маннанова 2023 çулта контракт алă пуснă, Луганск енчи çар подразделенийĕн йышĕнче малти линие тухса кайнă. Çамрăк хĕр суранланнисене эвакуацилекен ушкăн йышĕнче хĕсметре тăнă.
Паянхи кун «Игла» хушма ятлă салтак - «Герои Башкортостана» СВО ветеранĕсен кадр программин финалисчĕ, Лука Крымский ячĕллĕ медаль кавалерĕ, «Пурнăçсем çăлнăшăн» тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медальсен хуçи. Унсăр пуçне Алина Маннанова Пушкăртстанри СВО ветеранĕсен ассоциацийĕн председатель çумĕн тивĕçне пурнăçлать. Çавăн пекех ăна ПР Патшалăх Пухăвĕ-Курултайĕ çумĕнчи Çамрăксен обществăлла палатин йышне кĕртнĕ.
Халĕ Алина волонтер пулса фронта пулăшать, маскировка сечĕсем çыхать, блиндаж çуртисем хатĕрлет, гуманитари пулăшăвĕ пухса малти линие ăсатать.