

- Эпĕ сĕнĕве ырласа йышăнтăм. Мĕншĕн тесен арсен хушшинче пилотсăр системăсен çарĕнче хĕсметре тăма кăмăл тăвакансем нумай. Пилотсăр системăсен çарĕ - Хĕç-пăшаллă вăйсен элити, вăл пирĕн çарăн пуласлăхĕ. Пушкăрт батальонĕсем йĕркелени пирĕн пулăшу тата та тухăçлăрах пулнине кăтартса парать. Эпир салтаксене çар задачисене пурнăçлама мĕн кирлипе туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Çав вăхăтра çар çыннисемшĕн ентешлĕх те пысăк пĕлтерĕшлĕ – вăл пĕр тĕвве пухать, пулăшать, - ăнлантарса панă Радий Хабиров.
Çĕнĕ подразделенинче тăракансем контрактпа килĕшÿллĕн мĕнпур тÿлевсене, çăмăллăхсене тивĕçеççĕ.
- Служба умĕн вĕренÿ курсĕ иртмелле пулĕ. Çĕнĕ батальон икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Муса Гареев ячĕпе хисепленĕ. Енчен те эсир унăн пĕр пайĕ пулма кăмăл тăватăр пулсан çак адреспа пымалла: Ĕпхÿ хули, Октябрь Революцийĕ урамĕ, 3-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: +7 995 948 65 41, - хушса каланă республика ертÿçи.