

«Филя» хушма ятлă салтак Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче нумай ачаллă, тăватă арçын ача çитĕнекен çемьере çуралнă. Вĕсем пурте ĕçчен те туслă, пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма вĕренсе ÿснĕ.
«Филя» ятарлă çар операцине хутшăниччен «Ĕпхÿгазра» ĕçленĕ. 2023 çулта Йăмран арĕ РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă, çар хатĕрленĕвне иртсе малти линие тухса кайнă. Паянхи кун хăюллă салтак пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕн тивĕçне пурнăçлать. «Филя» Авдеевкăран пуçласа Покровка таран пыракан çапăçусене хутшăннă. Ентешĕмĕр хаяр çапăçусенче пĕрре кăна мар паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Шăпах çакăншăн вăл «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ те.
Вăрçă-харçă юн тăкмасăр, çухатусăр пулмасть. «Филя» ятарлă çар операцине хутшăннă май тăватă хутчен суранланнă, чылай вăхăт çар госпиталĕнче сипленнĕ. Гришино сали çывăхĕнчи юлашки çапăçу йывăр та хĕрÿ иртнĕ, Йăмран арĕ каллех суранланнă, урине çухатнă.
Эпир хамăрăн хаклă салтаксене Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн чĕререн тав тăватпăр. Тĕнчере мир хуçалантăр, салтаксем килĕсене ырă-сывă таврăнччăр.
Ирида НОВИКОВА.