

Республикăра Шаймуратов генерал ячĕллĕ хăй ирĕкĕпе çар операцине хутшăнма кăмăл тунисен пĕрремĕш батальонне йĕркелеме пикенсен Благовещенск арĕ РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă. Вăл Тоцкий полигонта гранатометпа тата пехотăн çар машинипе ĕçлес ăсталăха алла илнĕ. Каярах «Фатиха» Херсон облаçне çар задачисене пурнăçлама янă: Давыдов Брочĕпе Безымянный ялĕсене ирĕке кăларнă. Унтан хăюллă салтак Донецк направленийĕнче çапăçнă, Угледар хули çывăхĕнче контузи илнĕ. 2023 çулхи май уйăхĕнче Андреевка çывăхĕнче урине суранлатнă, госпитальте сипленнĕ.
Çамрăк çын реабилитаци иртнĕ хыççăн каллех малти линие тухса кайнă, анчах хальхинче FPV-дронсен, «Молния» самолет евĕр аппаратсен операторĕ пулса. Хальхи вăхăтрах «Фатих» пилотсăр системăсен ротин йышĕнче кунсерен тăшманăн техникипе çар хатĕрĕсене тĕп тăвать.
Даниль Фатхинурова паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн «Хастарлăхшăн» II степень медалĕпе, Шаймуратов ячĕллĕ орденпа тата медальпе наградăланă. Унсăр пуçне вăл ПР Пуçлăхĕн парнине илме тивĕçнĕ. Çар çыннин сăмахĕсем тăрăх, уншăн çемье ырă-сывă пулни тĕп награда шутланать. Килĕнче ăна мăшăрĕпе икĕ ачи, ашшĕ тата шанчăклă юлташĕсем кĕтеççĕ.