Урал сасси
+10 °С
Ясно
Ятарлă çар операцийĕ
12 Сентября , 07:00

Ĕнерхи механизатор БПЛА операторĕ пулса тăнă

Ятарлă çар операци зонинче Салават районĕнчи «Башкир» хушма ятлă коптер йышши пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ служба иртет.

Ĕнерхи механизатор  БПЛА операторĕ пулса тăнăĔнерхи механизатор  БПЛА операторĕ пулса тăнă
Ĕнерхи механизатор БПЛА операторĕ пулса тăнă

«Башкир» палăртнă тăрăх, пилотсăр вĕçекен аппаратсене тытса пырас ăсталăх паян çарта кăна мар, гражданла ĕç-хĕл сферисенче те кирлĕ. Вăл БПЛА подразделенийĕсенче службăра тăни хальхи пысăк технологиллĕ майсем тесе çирĕп тесе çирĕплетет.
Муниципалитет администрацийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, «Башкир» 2024 çулта РФ Оборона министерствипе контракт алă пуснă. Унччен арçын тăван ялĕнче механизаторта ĕçленĕ. Халĕ унăн тивĕçне разведка, артиллери вут-çулăмне тÿрлетесси, тăшман позицийĕсене тĕп тăвасси, çавăн пекех çар хатĕрĕсемпе медикаментсене малти линие илсе çитересси кĕрет.
Пушкăртстанра икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Муса Гареев ячĕллĕ пилотсăр вĕçекен батальон йĕркелени пирки çырса пĕлтернĕччĕ. Пилотсăр аппаратсен çарĕнче служба иртме кăмăл тăвакансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине Ĕпхÿ хулинчи Октябрь революцийĕ урамĕнчи 3-мĕш çуртра хурав илме, +7 995 948-65-41, +7 908 358 00-00 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас