Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сабантуй
24 Майӑн 2023, 15:35

Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăра кăçал Сабантуй халăх уявне ирттермелли çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна регионти право информацин официаллă интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ

Çак документпа килĕшÿллĕн пĕрремĕшсем пулса сабантуйсене Абзелил, Элшей тата Калтасă районĕсенче май уйăхĕн 27-мĕшĕнче йĕркелĕç.

Июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕсем Архангельск, Аскин, Бакалă, Бирск, Бурзян, Ермеккей, Гафури, Зилаир, Кармаскалă, Кушнаренковă, Кугарчă, Мияки, Нуриман тата Чекмагуш районĕсенче иртĕç.

Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче  сабантуйсенче Авăркас, Баймак, Белокатай, Белорецк, Пишпÿлек, Благовар, Благовещенск, Бурай, Давлекан, Дуван, Дюртюли, Зианчура, Караидель, Краснокамск, Куюргазă, Илиш, Мелеуз, Мечетли, Мишкин, Салават, Çтерлĕ, Татăшлă, Туймазă, Ĕпхÿ, Учалă, Федоровка, Хайбулла тата Чишма районĕсенче пурăнакансемпе вĕсен хăнисем канĕç.

Июнь уйахĕн 11-мĕшĕнче суха уявне Шаран тата Янаул районĕсем паллă тăвĕç.

Июнь уйăхĕн 17-мĕшĕнче сабантуйсем Пелепей, Буздяк, Ишимбай, Киги Çтерлĕпус районĕсенче иртеççĕ.

Межгорье хулинче пурăнакансемпе хăнасене асăннă уяв июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче пухĕ.

Сабантуйсен вăрăм черетне июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Иглин тата Балтач районĕсем вĕçлĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта сабантуйсем ирттермелли йĕркене çирĕплетнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: