Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сабантуй
11 Июнӗн 2023, 17:35

Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă

Ĕнер, июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Татăшлă районĕнчи сабантуйра хăйне евĕр кăсăк ăмăрту иртнĕ – мотоблоксем çине ларса мала тухассишĕн кĕрешнĕ.

Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă

 Кашни экипаж хăйĕн «лашине» мĕнле май килнĕ çапла илемлетнĕ, çакă та уявра кăсăк пулăмсенчен пĕри пулса тăнă. Куракансем уйрăмах Шульгановка ял хутлăхĕнчен килнĕ мотоблок çинчен куç илеймен, ăна самолет евĕр капăрлатнă. Анчах та çĕнтерÿçĕ ятне Кивĕ Кальмияр (Старокальмиярово) ялĕнчи Иван Фархутдинов тивĕçнĕ.

«Эпир мотоблокпа ытларах чухне çĕр сухалама, çĕр улми лартма, юр тасатма тата ытти ĕçсене тума хăнăхнă. Вăл - пирĕншĕн пĕчĕк трактор. Пĕр-пĕр дистанцине хыçа хăвармалли чупу (гоночный) хатĕрĕ пек ăмăртăва хутшăнакансем унпа пуçласа усă курчĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата позитив тени ăмăртакансен те, куракансен те çителĕклех пулчĕ. Трибуна çинче ларакансем каçса кайса савăнса пулса иртнине сăнарĕç, шухăш-ĕмĕтпе хăйсем суйласа илнĕ ăмăртакана мала кăларма тăрăшрĕç, сăн ÿкерчĕксем турĕç», -  каласа пачĕç район администрацин пресс-службинче.

Сăмах май, Федоровка тăрăхĕнчи сабантуйра та çак кунах Ашкадар ялĕнчи чăваш артисчĕсем трибуна умĕнчен юрласа та ташласа иртнĕ, анчах та çуран мар. Чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ «КамАЗ» кузовĕ çинче чăваш ташшине яра панă, çав вăхăтрах автомобиль вара малалла чупнă. Кун пек сценăна ахăртнех автоинспекторсем те курмăша пенĕ пулмалла – уяв пĕрре пулать-çке.

Юрий СНЕГОПАД.

Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Республикăри пĕр районти сабантуйра мотоблоксемпе ăмăртнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: