Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сабантуй
9 Июнӗн , 14:55

Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă

Хулари филармонире ĕçлекен культура ĕçченĕсем кÿршĕллĕ регионти пушкăрт фольклор уявне çитсе килнĕ. Çтерлĕри театрпа концерт пĕрлешĕвĕн филармони артисчĕсем хăйсен пултарулăхепе суха уявне илем кÿнĕ.

Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă
Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă

Челябинск облаçĕнчи Сабантуйра пушкăрт халăх тата эстрада юррисене «Ашкадар» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ, ПР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Рамиля Аубакирова, Гафуан Фазуллин тата Ринат Хамитов юрăçсем, Ильдар Абдрашитов, Гузалия Татлыбаева, Зульфия Аубакирова, Айгиз Уелданов, Зарина Кутлугужина солистем шăрантарнă.

Халăх инструменчĕсемпе каламалли композицисене Азамат Асаинов курай çинче выляса кăтартса панă. Ташă театрĕн солистки Лилия Зарипова «Бишбармак» тата «Сулăсем» («Браслеты») ташăсемпе куракансене тыткăна илнĕ.

Уявăн официаллă пайĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн салам çырăвне вуласа панă. Обществăлла ĕçри пуçаруллă хастарсене культура министерствин Хисеп хучĕсем тата Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Сабантуйри ярмăркка ретĕнче «Пушкăртстан продукчĕ» проекта хутшăнакансем хăйсен таварĕсене кăларса тăратнă. Пушкăрт сĕмĕпе йĕркеленĕ фолькло уявĕ Златоуст хулинче иртнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă
Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă
Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă
Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă
Çтерлĕри артистсем Челябинскри Сабантуя хутшăннă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: