Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сабантуй
17 Июнӗн , 14:35

Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă

Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçин шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Азат Бадранов Пермь крайĕнчи Барда çĕрĕ çинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Сабантуйĕ пирки хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ.

Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă

Июнь уйăхĕн 15 мĕшĕнче Пермь крайĕнчи Барда салинче XlV Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Сабантуйĕ иртнĕ. Унта çĕршыври 50 регионтан 70 пине яхăн çын хутшăннă. Пысăк та илемлĕ уявра Пушкăртстан делегацийĕ те пулнă.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Сабантуйне уçнă чухне пухăннă хăнасемпе хуçасене Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи республика пуçлăхĕн администраци ертÿçин шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Азат Бадранов хăйĕн, Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабиров тата республикăри нумай нациллĕ халăх ятĕнчен саламланă, Пермь край ертÿлĕхне тата халăхне, çавăн пекех Барда районĕнче пурăнакансене тарават йышăннăшăн, уява çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн тав тунă.

Бадранов Пушкăртстан Республикипе Пермь крайне администрациллĕ чикĕсем çеç çыхăнтарманнине, историри ырă та кăмăллă кÿршĕлĕх çывăхлатнине палăртнă.

- Чылай пушкăртсемшĕн Пермь крайĕ тăван кил пулса тăрать, кунта 160 ытла халăх çынни тымар янă, килĕшÿпе пурăнать, малалла аталанать. Çакăншăн Пермь крайĕн губернаторне Дмитрий Николаевич Махонина пысăк тав сăмахĕ каласшăн, - тенĕ Азат Шамилевич край территоринче пурăнакансене ырлăх-сывлăх, тату пурнăç тата малалла аталанма суннă май.

Маларах вара, савăнăçлă мероприяти пуçланиччен, Пушкăртстан делегацийĕ пушкăртсен Гайна йăх-несĕлне пуçарса яракан, Гайна вулăсĕнчи Осинск çулĕн старшинин, Ĕпхÿ провинцинчи пушкăртсенчен суйланă Уложен комисси депутачĕн Туктамыш Ишбулатовăн бюсчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Çавăн пекех тутар поэчĕн Габдулла Тукайăн палăкĕ умне те чечексем хурса пуç тайнă.

- Барда районĕ - Гайна вулăсĕнчи старшинан, паллă промышленникăн тата вун саккăрмĕш ĕмĕр варринчи депутатăн Туктамыш Ишбулатовăн тăван кĕтесĕ. Çавăн пекех Пермь крайĕ Исмагил Тусимовăн тăван енĕ шутлать.  Вăл та пушкăртпа Раççейĕн руда промышленноçĕн паллă ĕçченĕ пулнă – Раççей историнче  техника институтне, Санкт-Петербургри Сăрт-ту училищине, никĕслекенсенчен пĕри. Эпир Пушкăртстана çĕршывĕпе чапа кăларнă хамăрăн ентешсемпе мăнаçланатпăр, - палăртнă Азат Бадранов.

Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçин шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Сабантуйĕ пирки хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ май, уява тивĕçлĕ те кирлĕ шайра йĕркеленине, мероприятисем тĕрлĕ сăнлă та хăйне евĕр пулнине, майданра савăнăçлă та туслă, пĕр-пĕрне ăнланакан лару-тăру хуçаланнине çирĕплетнĕ. «Илемлĕ Сабантуй уявĕ тĕрлĕ халăхсен культурипе йăли-йĕркине пĕрлештерет, туслăха тата ырă кăмăллă кÿршĕлĕхе çирĕплетет», - тенĕ Азат Бадранов.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх  Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Пушкăртстан делегацийĕн ертÿçи Азат Бадранов Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Сабантуйĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: